Ҫӗмӗрле районӗнче арӑмӗпе упӑшки авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑрмана кӑмпана тухса кайнӑ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсем йыттине те ертсе кайнӑ. «Полярная Звезда» посёлок патӗнчен вӑрмана кӗрсе кайнӑскерсенчен пӗри (арҫынӗ) килне кайнӑ, хӗрарӑм вӑрмантах тӑрса юлнӑ.
Кӑштахран йытӑ киле таврӑннӑ, хӗрарӑм — ҫук. Ҫавна кура арҫын пӑлханма тытӑннӑ.
Ҫухалнӑ хӗрарӑма шырама ял ҫыннисем, йӗрке хуралҫисем, вӑрманта ӗҫлекенсем, кӳршӗллӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи нимеҫӗсем тухнӑ. Пурӗ 50-а яхӑн ҫын ура ҫине тӑнӑ. Квадрокоптерпа та усӑ курнӑ.
Хӗрарӑма темиҫе ушкӑна пайланса шыранӑ. Ӑна тепӗр кунхине ҫеҫ, 17 сехет тӗлӗнче, тупнӑ. Хӗрарӑм машинӑсем кӑшкӑртнӑ сасӑпа вӑрман хӗрне тухнӑ.
Шупашкарта пурӑнакансем Республикӑн шыравпа ҫӑлав службинчен сӑпсасемпе вӗлле хурчӗсенчен хӑраса кӑҫал пӗрре кӑна мар шӑнкӑравланӑ. Нумаях пулмасть хулари Гастелло урамӗнчи тата Эгер бульварӗнчи ҫуртсене асӑннӑ хурт-хӑмӑр иленнӗ. Вӗсем хваттерсен чӳречи патне йӑва ҫавӑрнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсе йӑвасене пуҫтарса кайнӑ та вӑрмана илсе кайса янӑ.
Сӑпсасемпе вӗлле хурчӗсем ӑшӑ вырӑнсене юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем ҫурт-йӗр патӗнче йӑва ҫавӑраҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ специалистсем.
Чӑваш Республикин Шыравпа ҫӑлав службин специалисчӗсен темле лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене те пулӑшма тивет. Тепӗр чухне килти чӗрчунсене те ҫӑлавҫӑсем пулӑшни кирлӗ пулса тухать.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакансем ванна пӳлӗмӗнче кушак джакузи айне кӗрсе кайнине пӑлханса пӗлтернӗ. Мӗнтарӑн чӗрчунӗ каялла тухасшӑн иккен, анчах пултараймасть.
Ҫӑлавҫӑсем кушака пулӑшма тухса кайнӑ. Джакузи айӗнчен туртса кӑларнӑ кушак хӑй ҫӑлӑннишӗн питех те савӑннӑ тесе ӗнентереҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем.
Ҫак кунсенче ҫаннталӑк шӑрӑх тӑрать. Ӑшӑ кунсенче ватти-вӗтти тенӗ пек шыва кӗме юратать. Анчах, шел те, ҫак киленӗҫ хш чухне инкекпе вӗҫленет.
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Асхва ялӗнче пӗр арҫын шар курнӑ. Вӑл ялти пӗвене путса вилнӗ.
Республикӑн Шыравпа ҫӑлав службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек вырӑннӗ ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ. Путса вилнӗ ҫынна шыраса тупма вӗсем эхолотпа усӑ курнӑ. Вилене полицейскисене панӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗрле, ҫурҫӗр тӗлӗнче, Чӑваш Республикин Шыравпа ҫӑлав службине Шуашкарти ҫуртсенчен пӗрин ҫивиттийӗ ҫинче ҫара арҫын ҫӳрени пирки пӗлтерекен тупӑннӑ.
Ҫара арҫын Шупашкарти Миттов бульварӗнчи ҫурт ҫивиттийӗ ҫинче пулнӑ. Вӑл хӑйне йӗркеллӗ тытман.
Арҫынна куракансем вӑл персе анасран хӑранӑ, ҫавӑнпа ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Специалистсем ун патне пусма тӑрӑх хӑпарса кайнӑ, альпинист снаряженийӗпе ҫыхса арҫынна ҫивитти ҫинчен антарнӑ. Унтан ӑна полици ӗҫченӗсен аллине панӑ.
Йӑлӑмри вӑрманта виҫӗ арҫын ҫӗтсе кайнӑ. Унта вӗсем утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Гранта» машинӑпа кӗрсе кайнӑ. Ҫавӑнта пылчӑкра лакса ларнӑ. Хӑйсем ӑҫтине пӗлменрен вӗсем 22 сехет те 10 минутра Чӑваш Республикин Шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ.
Ҫӑлавҫӑсем вӑрмана тухса кайнӑ. Арҫынсене навигаторпа шыраса тупнӑ. Пылчӑка лакса ларнӑ автомобиле лебедкӑпа туртса кӑларнӑ, арҫынсене Йӑлӑм посёлокне ҫити ӑсатса янӑ.
Шупашкар районӗнче арҫын пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ.
Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Анаткас Тӑрӑн ялӗнчи пӗверен путса вилнӗ арҫынна туртса кӑларнӑ. Вилене ҫалавҫӑсем вырӑна пырса ҫитнӗ полици ӗҫченӗсене панӑ.
Арҫын мӗн сӑлтавпа путнине, вӑл миҫере пулнине тата ыттине кӗске хыпарта ӑнлантарса-уҫӑмлатса тӑман.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫын балкон ҫинчен сикес тенӗ. Пӑтӑрмах пирки Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службине пӗлтерекенсем тупӑннӑ.
Усал шухӑш тытнӑ арҫын патне ҫӑлавҫӑсем тухса кайнӑ. Эльмен урамӗнче пурӑнаканскерпе вӗсем чуна уҫса калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫав этем лӑпланса илнӗ, усал шухӑшне сирсе янӑ. Арҫын Турӑ панӑ пурнӑҫ нимрен пахи-хаклине ӑнланса илнӗ. Амӑшӗ килне таврӑннӑ ҫӗре вӑл пӳлӗмре ларнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӳрнери ҫӗрре хывайман. Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Тӑвӑр ҫӗрре вӑл те хитрине кура ытарайманнипе тӑхӑннӑ ӗнтӗ — кӑштахран унӑн пӳрни шыҫса ларнӑ. Ҫӗрре хывас тенӗ — май килмен. Аптӑраса ҫитнӗ хӗрарӑм Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ, хӑйӗн инкекӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ятарлӑ аппарат пулӑшнипе ҫӗрре хывнӑ. Хӗрарӑм вӗсене тем пекех тав тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |